Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ.
ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ.
Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент.
Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман.
Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш поликлиникӑра арҫын вилсе кайнӑ. Регистратура умӗнчех… Арҫын унта пулӑшу ыйтма пынӑ.
Ҫакна куракансем каланӑ тӑрӑх, арҫынна арӑмӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчен таксипе илсе килнӗ. Унччен вӗсем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, анчах лешӗ килмен.
Арҫын пулӑшу кӗтсе илеймесӗр каритурти диван ҫинчех вилсе кайнӑ. Лариса Шеина каланӑ тӑрӑх, вӑл ҫакна курнӑ. «Диван ҫинче хӗрарӑм тата 40-45 ҫулсенчи арҫын ларатчӗҫ. Арҫын кӑн-кӑвакчӗ. Хӗрарӑм пулӑшу ыйтса кӑшкӑрнӑ, анчах вӗсем патне никам та пыман. Вӑл хытӑ макӑрнӑ, йӑлӑнса пулӑшу ыйтнӑ. Кӑштахран арҫын пуҫне айккинелле пӑрнӑ та юлашки хут сывласа илнӗ.
Тухтӑрсем кун хыҫҫӑн ҫеҫ чупкалама тытӑннӑ. Тухтӑр массаж тума пуҫланӑ, анчах усӑсӑр. Арҫынна килтех япӑх пулса кайнӑ-мӗн.
Кӗрхи хитре кунсем вӗҫленсе пыраҫҫӗ, ҫавӑнпа ачасем ҫулҫӑсенчен, ытти япаласенчен хитре хатӗр-хӗтӗрсем ӑсталаҫҫӗ. Ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансем те ашшӗ-амӑшӗпе пӗрле темӗн те тума юратаҫҫӗ.
Сӗнтӗрвӑрринчи «Пилеш» ача пахчинче кӗрхи курав иртнӗ. Вӑл «Чудинки из корзинки» (чӑв. Карҫинккари тӗлӗнтермӗшсем) ятлӑ. Ӑна ачасем ватӑсен кунне халалланӑ.
Курав ҫак номинацисемпе иртнӗ: «Улма-ҫырла бумӗ» (улма-ҫырларан тунӑ япаласем), «Сеньор Помидор патӗнче — хӑнара», «Очей очарование» (кӗрхи картинӑсем, панно, аппликаци), «Самоделки чудеса» (ҫутҫанталӑк материалӗнчен тунӑ композици), «Золотые руки воспитателя».
Куравра ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, воспитательсем хатӗрленӗ чылай ӗҫ пулнӑ. Вӗсем халӗ ача пахчин музейӗнче вырӑн тупнӑ.
Сӑнсем (17)
Ҫак кунсенче Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ватӑ ҫынсен спартакиади иртнӗ. Районсен хушшинче иртнӗ ӑмӑртура ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗн А.Никоноровӑн парнисене ҫӗнсе илессишӗн тупӑшнӑ.
Ӑмӑрту авӑнӑн 29-мӗшӗнче иртнӗ. Унта спорта юратакан 80 ытла ватӑ ҫын хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна уҫнӑ ҫӗре район администрацийӗн элчисем, республикӑри ветерансен канашӗн председателӗ Василий Шоркин, «Раҫҫейри пенсионерсен пӗрлӗхӗн» Чӑвашри уйрӑмӗн ертӳҫи Роза Ракова тата ыттисем хутшӑннӑ.
Спартакиадӑна Сӗнтӗрвӑрри, Куславкка, Вӑрмар, Шупашкар районӗсенчи пенсионерсем хутшӑннӑ. Вӗсем эстафетӑра 200 метр чупса, 25 метр ишсе, теннисла выляса тупӑшнӑ.
Ҫӗнтерӳҫӗсене кубокпа, медальпе тата парнесемпе чысланӑ.
Нумаях пулмасть пичетрен Шупашкар районӗн энциклопедийӗ тухнӑ. Халӗ пур районӑн та тенӗ пекех таврапӗлӳ словарӗсем, справочниксем, кӗнекесем пур. Пӑрачкав, Сӗнтӗрвӑрри районӗсен, Улатӑр, Канаш, Шупашкар тата Ҫӗмӗрле хулисен ҫеҫ энциклопеди ҫук.
Патӑрьел районӗн тата Чӗмпӗр облаҫӗн энциклопедийӗсем икӗ томпа тухнӑ. Пур энциклопеди те тенӗ пекех Чӑваш халӑх академийӗн тата Чӑваш таврапӗлӳҫисен дипломӗсене тивӗҫнӗ. Элӗк район энциклопедийӗ вара Мускаври конкурсра та ҫӗнтернӗ.
Шупашкар район энциклопедине 1994–1995 ҫулсенче хатӗрленӗ. Ростислав Данилов пуҫлӑх пулнӑ чухне «Сторона моя Чебоксарская» кӗнеке тухнӑ. Анатолий Князев пулнӑ чухне вара районти таврапӗлӳҫӗсем ӗҫлеймен. Хальхи пуҫлӑх энциклопедишӗн савӑннӑ пек, анчах кайран хастарсен ӗҫ ушкӑнне салатнӑ.
Полиграфи тӗлӗшӗнчен кӗнеке хитре пулсан та вӑл тӗплӗ пулайман.
Кӑҫал авӑнӑн 5-мӗшӗнче Совет Союзӗн Паттӑрӗ Андриян Николаев космонавт 86 ҫул тултарӗччӗ. Ҫак кун Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑлта митинг иртнӗ. Унта Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ Виктор Горбатко космонавт, Михаил Игнатьев килсе ҫитнӗ.
Кӑҫал Шуршӑлти А.Г.Николаев музей-комплексне районсен ентешлӗхӗсен пуҫлӑхӗсем пуҫласа пуҫтарӑнса килнӗ. Ертӳҫӗсем музейри экспонатсемпе паллашнӑ. Зоя Антонова вӗсене кӑсӑклӑ япаласем пирки каласа кӑтартнӑ, Андриян Николаев ҫинчен кӗнеке кӑларма пулӑшу ыйтнӑ. ЧНК президенчӗ Николай Угаслов тата ыттисем ку пархатарлӑ ӗҫрен пӑрӑнмассине пӗлтернӗ.
Унтан районсен ентешлӗхӗсен пуҫлӑхӗсем митинг ирттернӗ. Чылайӑшӗ тухса калаҫса мухтавлӑ ентешӗмӗр пирки нумай ырӑ сӑмах каланӑ.
Митинг хыҫҫӑн Николай Угаслов тата районсен ентешлӗхӗсен ертӳҫисем паркра йывӑҫсем лартса Ентешлӗхсен аллейине уҫнӑ. Кашни район пӗрер туя йывӑҫӗ лартнӑ.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнӗн халӑхне концертсем малалла савӑнтараҫҫӗ. Вӗсене артистсем лартаҫҫӗ. Районти хӑш-пӗр ял тӑрӑхӗнче «Дуняша-стайл» фолк-ушкӑн, Чӑваш патшалӑх юрӑпа ташӑ академи ансамблӗ тата Чӑваш патшалӑх филармонийӗн солисчӗсем концерт лартнӑ ӗнтӗ.
Нумаях пулмасть Аксарин ял тӑрӑхӗнче Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн артисчӗсем пулнӑ. Районта пурӑнакансем палӑртнӑ тӑрӑх, ку тӑрӑхра кунашкал концертсем халӗччен пулман. Ҫавӑнпа халӑх мероприятие хаваспах пынӑ.
Аксаринсем патне ЧР культура министрӗ Вадим Ефимов та ҫитнӗ. Ытти тӳре-шара та аксаринсене хӑйне евӗр ҫакнашкал уявпа саламлама пынӑ. Вӗсем кунашкал мероприятисем халӑха туслаштарнине, ҫын кӑмӑлне пуянлатнине палӑртнӑ.
Аксаринсем концерт тӑршшӗпех сцена ҫинче мӗн пулса иртнине куҫ илмесӗр сӑнанӑ. Вӗсем ҫакӑн пек концертсем ирттернӗшӗн питӗ савӑннӑ.
Авӑн уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Андриян Григорьевич Николаев 86 ҫул тултарӗччӗ. Вӑл ҫуралнӑ кун яланах велосипедҫӑсен ӑмӑртӑвне ирттереҫҫӗ. Ҫав кун ҫумӑр ҫӑвать-и, хӗвел пӑхать-и — яланах чупу йӗркелеҫҫӗ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнче Район кунне тата Андриян Николаевӑн амӑшӗ Анна Алексеевна ҫуралнӑранпа 115 ҫул ҫитнине паллӑ тӑваҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех Шуршӑлтан пуҫласа Андриян Николаевӑн агросӑнӗ патне чупма палӑртнӑ.
Авӑнӑн 5-мӗшӗнче 10 сехетре Ҫӗнӗ Шупашкарта «Химик» культура ҫурчӗ умӗнче «Земляне» ушкӑнӑн юрри янӑрӗ. 10 сехет ҫурӑра хусканусем тӑвӗҫ. Унта 11 сехетре — старт.
Пурне те старта йыхравлаҫҫӗ.
Чӑваш Енре ҫӗрпе усӑ курни мар, усӑ курманни ытларах калаҫтарать тесе хыпарлаҫҫӗ Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗнче. Нумаях пулмасть, акӑ, асӑннӑ управление Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнчен ҫыру ҫитнӗ, унта усӑ курман ҫӗрсем ҫӑхавланӑ. Хальхи вӑхӑтра лару-тӑрӑва тӗпчеҫҫӗ.
Кунашкал ҫыру Канаш район администрацийӗнчен те пулнӑ: самай пысӑк 5 лаптӑка юхӑнтарса янӑ иккен. Тӗпчев 157,01 гектар ҫинче 5-6 ҫулти йывӑҫ-тӗм кашланине палӑртнӑ.
Пӗтӗмпе вара кӑҫалхи ҫур ҫулта кӑна ҫӗрпе усӑ курманшӑн 26 протокол ҫырма тивнӗ. Ҫӗре пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртмен тӗслӗхсем Патӑрьел, Комсомольски, Канаш, Шӑмӑршӑ, Етӗрне, Тӑвай районӗсенче тӗл пулнӑ.
Тӑпрапа тухӑҫлӑ усӑ курмалли пирки калаҫу пуҫарсан вара лаптӑкран хуҫисем хӑйсен ирӗкӗпе «хӑтӑлни» ҫӗнӗлӗх мар ӗнтӗ. Кӑҫал та, акӑ, 119 гектар тӗлӗшпе ҫак ӗҫе Етӗрне, Ҫӗрпӳ, Муркаш районӗсенче пуҫарнӑ.
Рекультиваци туман (сӑмахран, Шупашкар районӗнче), пулӑхлӑ сийе вырӑнтан куҫарнӑ (Шупашкар тата Канаш районӗсенче) тӗслӗхсемпе ҫулсерен кӗрешме тивет-мӗн.
Тӗрӗслевҫӗсем асӑрхаттарнине пурнӑҫланӑ май 644 гектара пусӑ ҫаврӑнӑшне кӗртнине те палӑртмалла.
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Кӗчкей ялӗнчи «Женьшень» сывлӑха упрамалли клуб пайташӗсем малашне камран тӗслӗх илмеллине пӗлеҫҫӗ. Вӗсем нумаях пулмасть Олимп чемпионки Елена Николаева патӗнче хӑнара пулса курнӑ.
Елена Николаевна вӗсемпе сывлӑха ҫирӗплетмелли хусканусем тунӑ. Ку вара пурне те вӑй-хал хушнӑ, кӑмӑлӗсене хӑпартнӑ.
Унтан хӑнасем маттур ентешӗн кубокӗсемпе, медалӗсемпе паллашнӑ. Елена Николаевна хӑнасене спортри йывӑрлӑхсем пирки, хӑйӗн ҫитӗнӗвӗсемпе малашнехи планӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ.
«Женьшень» клуб пайташӗсем чемпионкӑна сывлӑха ҫирӗплетмелли хӑйсен мелӗсемпе паллаштарнӑ. Вӗсен тӗлпулӑвӗ чей ӗҫнипе вӗҫленнӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.05.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.